г. Канаш Чувашской Республики

Подведены итоги Канашского городского конкурса "Шкул пики-2016"

Подведены итоги Канашского городского конкурса "Шкул пики-2016"

Канаш хулинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 7-мĕш шкулта «Шкул пики – 2016» конкурс иртрĕ. Кунта хулари аслă классенче вĕренекенсемпе вĕрентекенĕсем пуçтарăнчĕç. Пурĕ конкурсра виçĕ тĕрлĕ ăмăрту пулчĕ: хĕрсем хăйсем çинчен каласа пани, пултарулăх конкурсĕ тата чăваш апат-çимĕçне хатĕрлеме пĕлни. Малтан пикесем килте хатĕрлесе килнĕ чăваш апачĕсемпе паллаштарчĕç. Кашни конкурсант ĕçĕсем çинчен сăвăлласа, юрласа каласа пачĕç. Унтан чиперккесем хăйсемпе паллаштарчĕç: мĕнле маттурсем вĕсем,  мĕн тума юратаççĕ, мĕнле вĕренеççĕ. Конкурсăн виççĕмĕш ăмăртăвĕнче куракансем пикесен пултаруллăхне пăхса савăнчĕç. Пĕрисем юрларĕç, теприсем юрласа ташларĕç, илемлĕ сăвăсем каларĕç. Пурте вĕсене тăвăллăн алă çупса ырларĕç. Çăмăл пулмарĕ жюри членĕсене чи лайăххине суйласа илме. Конкурса хутшăнакан чăваш шкул пикисем чăн та пурте тивĕçлĕ шайра хăйсене кăтартма пултарчĕç. Анчах та тÿресем балсене питĕ тĕплĕ шутланă хыççăн, чи çÿллĕ вырăна 1-мĕш шкул пики Захарова Олеся хăпарма пултарчĕ. Номинацисенче çĕнтерекенсем: «Ăслă пике» - 3-мĕш шкулти чиперкке, «Пултаруллă пике» - 5-мĕш шкулти Александрова Кристина, «Хÿхĕм пике" – 8- мĕш шкултан килнĕ Скворцова Татьяна, «Илĕртÿллĕ пике» - 10-мĕш шкулти Окружнова Мария, «Сăпайлă пике" – 9-мĕш шкултан килнĕ Федотова Галина, «Хастар пике» -  6-мĕш шкул хĕрĕ Макарова Ульяна, «Маттур пике» - 11-мĕш шкул хĕрĕ пулчĕç. Канаш хулин вĕренÿ тата çамрăксен политикин уйрăмĕн методисчĕ Каллина Нина Петровна пурне те саламларĕ, ăнăçу сунчĕ, çĕнтерÿçĕсене чăваш эстрада çăлтăрĕсен концертне кайма билетсем пачĕ.



27 апреля 2016
08:55
Поделиться