г. Канаш Чувашской Республики

Родион Мясников: «Экономика вăйлăрах - хула çирĕпрех»

Республикăшăн Канаш хули аслă тĕнчене çул уçакан хапха евĕрех. Чукун çул çыхăнăвĕ, автоçулăн вун-вун юппи... Кунта бизнесăн, ял хуçалăхĕн тĕрлĕ тытăмне, промышленноçа аталанма майсем çителĕклех. Çакна Канаш экономика кăтартăвĕсемпе республикăра виççĕмĕш вырăнта тăни те çирĕплетет. Çулсерен муниципалитетра халăх ырлăхĕшĕн курăмлă улшăнусем пулса иртеççĕ: туса илекен продукци калăпăшĕ ÿсет, суту-илÿ аталанать. Хула сăн-сăпачĕ кунран кун илемленет, капăрлăхĕпе тыткăнлать... Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Родион Мясников кулленхи ĕç-хĕлпе çĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕнрех паллаштарма килĕшрĕ.

- Родион Алексеевич, хулан экономика вăй-хăвачĕ Чăвш Ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрăмăр ĕнтĕ. Ÿсĕмсем мĕнпе çыхăннă?

- Хула экономикине аталантарасси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Унăн хăвачĕ социаллă тытăма тĕрев парать. Пĕр-пĕр производство чарăнсан, ĕç укçи виçи чаксан халăхăн пурнăçĕ те япăхать. ЖКХ объекчĕсем çĕнелеççĕ. Предприяти-организаци туса хатĕрлекен продукци калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан виçĕ хут çурă ÿсрĕ. Тĕслĕхрен, «Промтрактор-Вакун» АХО бюджета 30 процента яхăн тупăш кÿрет. Хулашăн пĕлтерĕшлĕ иккĕмĕш предприяти - автобус валли саппас пайсем хатĕрлекен агрегат завочĕ. Промышленноç предприятийĕсем производствăна аталантарма тăрăшнине палăртса хăвармалла.

Канашăн федерацин монохуласене аталантармалли программине хутшăнма мĕн пур услови çителĕклĕ. Вĕсенчен пĕри - инвестици никĕсне йĕркелекен пайсем. Хулана çĕнетме 2020 çулчченхи тапхăр валли инвестици планне хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн индустри паркне хута яма, çĕнĕ производствăсем йĕркелеме, пуррисен инженери инфратытăмне хушса çĕнетме т.ыт.те палăртнă. Çавăн пекех пирĕн хула тулашĕпе иртекен автоçул хывмалла. Йывăр тиевлĕ пысăк машинăсем хула витĕр çÿреççĕ, урамри çулсене аркатаççĕ.

Юлашки тапхăрта пурнăçланакан проектсен шутĕнче органикăлла мар хими хутăшĕсем /минерал тăварĕ/ хатĕрлекен «Аурат» завод. «Девелей» ООО /инвестор - нимĕç компанийĕ/ пахча çимĕç продукчĕсем туса кăларакан завода ĕçе кĕртрĕ. Пĕрремĕш конвейер соус хатĕрлеме тытăнчĕ ĕнтĕ. Малтанхи вăхăтра йывăрлăхсем пулчĕç паллах. Нимĕçле пĕлекен специалистсене шырарăмăр. Аслă шкул пĕтерекенсемпе ятарласа тĕл пултăм, тăван тăрăха таврăнма ÿкĕтлерĕм. Халĕ заводра 46 çын ĕçлет, чылайăшĕ Германие кайса вĕренсе килчĕ. Сăмах май, çакнашкал предприяти Раççейре иккĕ кăна: пĕри - Мускав облаçĕнче, тепри - Канашра. Кĕçех горчица хатĕрлекен лини ĕçе тытăнмалла. Манăн шухăшăмпа - çакă республикăри ял хуçалăх предприятийĕсене çĕнĕ культура - горчица - туса илме хавхалантарма тивĕç. Вăл заводшăн паха чĕр тавар пулĕ. Ытти пахча çимĕç те - вĕтĕ хăяр, помидор, ыхра - кирлĕ. Çĕнĕ предприятипе çыхăну йĕркелеме кăмăл тăвакансем тупăнчĕç те ĕнтĕ. Акă Патăрьелсем горчица ÿстерсе пăхрĕç. Йĕпреç, Элĕк, Вăрнар районĕсенчи хуçалăхсем те пĕрле ĕçлесси пирки калаççĕ.

Хальхи вăхăтра туса кăларакан продукцин 80 процентне транспорт хатĕрĕсемпе оборудовани, тимĕр производстви йышăнать. Кризис çулĕсенче ку тытăм халăх хуçалăхне кирлех пулмарĕ, вĕсем чарăнса ларчĕç. Тĕрлĕ отрасле аталантарни, тĕслĕхрен, хамăр туса илекен продукци калăпăшĕн 20 процентне - апат-çимĕç, çавăн чухлех хими промышленноçĕ е ытти йышăнсан хула вăйланать. Ун чухне нимĕнле экономика кризисĕ те ăна хавшатаймĕ.

- Вырăнти халăх ĕçсĕр лармасть-и?

- Чи малтан хамăр çынсене ĕçлеттерме тăрăшатпăр. Строительство саккасĕсене, сăмахран, чылай чухне Канаш строителĕсем пурнăçлаççĕ. Акă федерацин пĕр пысăк суту-илÿ компанийĕн лавккине унччен Мускава çÿренĕ строительсен ушкăнĕ турĕ. Вĕсене хамăр тăрăхрах юлма ÿкĕте кĕртрĕм. Тĕп хула хакĕсемпе /шалу уйăхра вăтамран 40 пинрен кая мар/ ĕçлерĕç. Маншăн, хула администраци пуçлăхĕшĕн, халăх тивĕçлĕ шалу илни пĕлтерĕшлĕ. Пĕр енчен, çынсен пурнăçĕ лайăхланать, тепĕр енчен - хысна пуянланать. Сăмах май, тупăш налукĕн калăпăшĕпе пĕлтĕр республикăра малтисен шутне лекрĕмĕр. Çĕнĕ предприятисем уçăлни ĕç вырăнĕсем тума май парать. Каларăм ĕнтĕ, федераци компанийĕн пысăк лавкки уçăлчĕ. Унччен вырăнти предпринимательсем патĕнче пĕчĕк шалупа ĕçленĕ сутуçăсем икĕ хут ытларах тÿлекен вырăна куçрĕç.

- Паян çивĕчлĕх кăларса тăратакан ыйту - ача сачĕсем çитменни. Сирĕн ку енĕпе лару-тăру мĕнле шайра?

- 90-мĕш çулсенче, ас тăватпăр ĕнтĕ, ача сачĕсем пĕрин хыççăн тепри хупăнчĕç, хăшне-пĕрне тĕрлĕ организацие тара пачĕç... Юлашки вăхăтра демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнчĕ. Куншăн савăнмалла, анчах хăш-пĕр йывăрлăх та тухса тăчĕ. Чылай ашшĕ-амăшне ывăлĕ-хĕрĕ валли ача садĕнче вырăн çитменни пăшăрхантарать. 2 пине яхăн пепке шкулчченхи учрежденисене лекме черетре тăрать. Вĕсен ĕмĕт-шухăшне чăнлăха çавăрма тăрăшатпăр. Пĕлтĕр 174 ача валли çĕнĕрен ушкăнсем йĕркелерĕмĕр. Кăрлачра 3-мĕш шкул çумĕнче уçăлнă ушкăна 40 ача çÿреме пуçларĕ. Кăçал 115 ача валли хушма ушкăнсем йĕркелеме палăртнă. Машиностроительсен урамĕнче 240 вырăнлă садик тума пуçланă. «Раççей чукун çулĕсем» АУОн шутланакан больницăн гинекологи уйрăмĕ пулнă çурт хальхи вăхăтра пушă ларать. «РЧÇ» ертÿлĕхĕпе калаçса татăлнă, юсаса йĕркене кĕртнĕ хыççăн унта садик уçăпăр. Вунă çын çемье ача сачĕсене йĕркелерĕç. Педколледж çумĕнче те шкулчченхи ÿсĕмрисене тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтереççĕ.

Садике çÿременнисем пособи илеççĕ. Малтан шутланă тăрăх - çак тĕллевпе пире паянхинчен /уйăхра вăтамран 1 млн тенкĕ/ икĕ хут сахалрах укçа-тенкĕ кирлĕччĕ. Мĕншĕн капла пулса тухрĕ-ха? Проект вăя кĕрсен Хусантан, Ульяновск облаçĕнчен, Мускавран килсе Канашра регистрациленме пуçларĕç.

Нумай ачаллă 49 çемье çĕр лаптăкĕ илме черетре тăрать. Вĕсенчен 29-шĕ çĕрлĕ пулчĕ ĕнтĕ. Республика пире 27 гектар пачĕ, хальхи вăхăтра лаптăксем йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

- Юлашкинчен хаçат вулаканĕсене мĕн суннă пулăттăр?

- Кашни çыншăн çуралса ÿснĕ тăрăх - чи хакли. Кирек кам та унăн аталанăвне тÿпе хывма тивĕç. Пурне те пĕчĕк тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн тăрăшма чĕнетĕп.

 Валентина БАГАДЕРОВА



13 августа 2012
00:00
Поделиться