Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ ирттерĕ.
![Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ ирттерĕ.](https://fs01.cap.ru/gov-home/61//news/huzankaj.jpg?i=72)
Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа наукăпа практика конференцийĕ ирттерĕ. Вăл 2007 çулхи кăрлач уйăхĕнче Канашри тăван тавралăх библиотекинче пулчĕ. Конференцие хулари вунă шкул, пĕр училище ачисемпе вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Кашни шкул П. Хусанкайăн терлĕ енлĕ пултаруллăхне тишкерчĕ, тĕпчерĕ. Хăйсемпе хаçатсем, альбомсем, рефератсем тата презентацисем илсе клилчĕç. Çамрăк тепчевçесем П. Хусанкай лирик, критик, историк, этнограф, чĕлхеçĕ, публицист, тăлмач пулнине уçса пачĕç.
Конференцире хутшăнакансем хулари сăвăçпа – А.В. Тяминăпа тĕл пулчĕç. Унăн калаçăвĕ пурне те кăсăклантарчĕ. Вăл конференцийе пулас çыравçăсем, пултаруллă ачасем пуçтарăннипе, çавăн пекех П. Хусанкай сăввисем çамрăк ăрăва паян та çирĕп, таса, мал ĕмĕтлĕ пулма вĕрентнине палăртрĕ.
Докладсем пуçланиччен тăван чĕлхе вĕрентекенĕсем чăваш халăх юррисене юрларĕç, малалла ĕçлеме кăмăла çĕклентерчĕç.
6-мĕш шкул вĕренекенĕсем П. Хусанкайăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен презентации хатĕрленĕ. 3-мĕш шкул ачисем кăтартнă литературăпа кĕвĕ композици поэтăн илемлĕ те янравлă сăввисемпе паллаштарчĕ.
Ача-пăча вали çырнă литература тăрăх Кабалин ячĕллĕ лицей вĕренекенĕсем выляса пачĕç. 5-мĕш шкул хĕрачи – Мязитова Ландыш П. Хусанкай сăвввисене чуна парса тивмелле вуларĕ.
10-мĕш шкулти Гончарова Тамилăпа Егорова Татьяна доклачĕсен итлекенсем поэт кун-çулĕ, унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен хăйсемшĕн çĕнĕлĕхсем тупрĕç.
Конференции вĕçĕнче училищĕре вĕренекенсем хăйсен пултаруллăхĕпе паллаштарчĕç, чăваш юррисене шăрантарчĕç.
Наукăпа практика конференцине пĕтĕмлесе вĕрентÿ пайĕпе çамрăксен политики специалисчĕ тав турĕ, грамотăсем пачĕ.