12.07.2021_Интервью Артура Григорьева
Пирĕн студире пушар хăрушсăрлăх енĕпе Мускавра вĕренекен Артур Григорьев пулчĕ. Халĕ вăл Канашри пушар хуралĕн 15-мĕш чаçĕнче практикăра. Самрăк курсант пушар сÿнтерме те пĕрре мар хутшăннă, вăл Канаш хулипе районĕнче пурăнакан çынсене вут-çулăмпа тимлĕ пулмаллине аса илтерет.
2021 ҫулхи июлӗн 12-мӗшӗ тӗлне Канаш хулипе районӗнче 77 пушар тухнӑ, пӗлтӗр - 68. Пушарта 6 ҫын вилнӗ, пӗлтӗр - 3, пӗр ҫын сусӑрланнӑ.
Хисеплӗ радиоитлекенсем, сире хӑвӑр ҫурт-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинчен тепӗр хут аса илтеретпӗр! Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркиине ҫирӗп тытса тӑрӑр.
Аса илтеретӗп: ҫӳп-ҫапа, каяшсене, курӑка ҫунтарма, кӑвайт чӗртме, кӑмрӑк ҫинче апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме юрамасть; ҫанталӑк условийӗсене кура хальлӗхе вӑрмана ҫӳреме те чарнӑ.
Килте шӑрпӑкпа, электричество приборӗсемпе асӑрханулла пулни те пӗлтерӗшлӗ.
Фото и текст с записи радиопередачи, вышедшей в эфир Национальной телерадиокомпании Чувашии.